Чӑваш чӗлхи
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Илемлӗ вулакансен «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» онлайн-фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пырӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа наци вулавӑшӗ ирттерет. Унта ачасем тата яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарӗ. Онлайн-фестивале Чӑваш чӗлхи кунне тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑвашла хайлавсене хитре вуланине ҫырса илсе #ЯнраЧӑвашЧӗлхи2023 тата #ЗвениЯзыкЧувашский2023 хештегсемпе «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чтобы язык жил, нужно им просто пользоваться». Ҫакӑн пек ят панӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пичетленсе тухнӑ статьяна. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ стратеги сессийӗнче сӳтсе явнӑ ыйтусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе энтузиастсем нумай ӗҫлени пирки статьяра асӑнса хӑварнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне, Чӑваш чӗлхин лабораторийӗн ертӳҫине Николай Плотникова ырӑпа асӑннӑ. Хаҫатри материалта «Яндекс. Тӑлмача» та аса илнӗ, Аҫтахар Плотников пӗлтӗртенпе «Атӑл Тӑлмач» ресурспа ӗҫлени ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Ку ӗнтӗ вӑл — чӑваш чӗлхине цифрӑлассиле ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ. Статьяра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та хускатнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ. Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ. «Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те. |
Чӑваш чӗлхи
![]() chgpu.edu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗ, Чӑваш наци радиовӗ, «Тӑван радио», Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акци ирттерӗҫ. Диктант текстне 105,0 FM (Чӑваш Республикинче), 95,9 FM (Шупашкарта), 72,41 УКВ тата 100,3 FM радиохумсем ҫинче тӳрӗ эфирта вуласа паӗҫ. Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/ сайтра вынаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне диктанта тӗрлӗ учрежденире пухӑнса ҫырма май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре иртнӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль вӗҫленнӗ. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, уҫнӑччӗ. Халӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене пӗтӗмлетнӗ. «Сӑмах илемӗ» номинацире Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекен Камилла Борисова ҫӗнтернӗ, «Чӑваш вӑййи» номинацире — Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикри «Мерчен» фольклор ушкӑнӗ, «Чӑваш ташши» номинацире — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи «Сияние» хореографи ушкӑнӗ, «Янра чӑваш юрри» номинацире — Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Софья Эзенкина тата Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Языковая ситуация в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ) ҫавра сӗтел ирттерӗҫ. Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине тата Тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ. Ларӑвӑн модераторӗ — филологи наукисен докторӗ, ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, филологи наукисен кандидачӗсем Артём Гаврилов тата Алевтина Долгова — тухса калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗ Чӑваш Енре кӑҫал та иртӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнайӗҫ. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ). Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш ҫурти 2-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 56-50-57 (хушма номер 2537). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» пабликра «Халал пирӗн асӑмра» акци пуҫарнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, акцие «аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ырӑ сӑнарӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлне уҫса парас, «Чӑваш халӑхне» панӑ халал сӑмахӗсене ӑша хывма, ӑнланма, яланах асра тытма пулӑшас тӗллевпе» йӗркеленӗ. «Ан сӳнтӗр Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр халалӗ!» — теҫҫӗ акцие пуҫарса янисем. Халала пӗччен, ушкӑнпа е ҫемьепе вуламалла. Тӗрлӗ ролик туса, ӑсталӑх класӗсем кӑтартса, эссе, сӑвӑсем ҫырса #Халалпирӗнасӑмра хэштегпа палӑртса маларах асӑннӑ ушкӑна сӗнме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 1-мӗш вӑтам шкул директорне Татьяна Николаевӑна чӑваш чӗлхине пурин те вӗренмелле тенишӗн сӑмах лекнӗ. Иртнӗ эрнере ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ шкул директорӗ РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫӗнӗ профстандарт ҫирӗплетни пирки ӑнлантарса панӑ чухне «кӑҫалтан тӑван чӗлхене пурин те вӗренмелле, пирӗнпе сирӗн вӑл Чӑваш Республики, апла пулсан вырӑс чӗлхипе пӗрлех пирӗн патшалӑх чӗлхи чӑваш чӗлхи» тесе каланӑ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви тӳрре тухнӑ май ачисем хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ суйлать тесе уҫӑмлатнӑ. Унран та ытларах — Шупашкарти 1-мӗш вӑтам шкула асӑрхаттарни пирки хыпарланӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫӗнӗ вӗренӳ программисене ҫирӗплетнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти 1-мӗш шкул директорӗ Татьяна Николаева. Татьяна Львовна ашшӗ-амӑшӗпе онлайн-мелпе ирттернӗ пухӑва хутшӑннӑ. Ӑна иртнӗ эрнекун Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ирттернӗ. Унтах ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. «Кӑҫалтан тӑван чӗлхене е Раҫҫей Федерацийӗн республикин патшалӑх чӗлхине обязательнӑй майпа вӗрентӗҫ. Пирӗн - Чӑваш Республики, эппин, пирӗн вырӑс чӗлхисӗр пуҫне патшалӑх чӗлхи – чӑваш чӗлхи. Ҫапла пӗтӗм 1-мӗш класс ачи чӑваш чӗлхине вӗренӗ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне хатӗрленме, ҫакна лӑпкӑн йышӑнма ыйтатпӑр. Йӗрке тӑрӑх, предмета вӑйӑ евӗр ирттерӗҫ, ачасем ӑна юратӗҫ. 1-мӗш классем ку предмета хаваспах вӗренессе шанатӑп», - тенӗ Татьяна Николаева пухура. Аса илтерер: унччен ашшӗ-амӑшӗн ача пуҫламӑш классенче мӗнле чӗлхене вӗренессине – вырӑс е чӑваш – суйлама ирӗк пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |